Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Мочалов Эдуард Валерьевич

Мочалов Эдуард Валерьевич — чӑваш усламҫи, «Сӗтев» хаҫата пуҫарса яраканӗ. 1974 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗнче Муркаш районне кӗрекен Иштерекре ҫуралнӑ.

Кун-ҫулӗ

2004 ҫулта Эдуард Мочалов Муркаш районӗнчи панкрута тухнӑ «Дружба» колхоза туяннӑ, ҫӗнӗ хуҫалӑха «Лидер» ят панӑ. Ҫак ҫулхинех, авӑн уйӑхӗнче ун патне хӑнана вырӑнти ОБЭП ӗҫченӗ Илларионов час-часах ҫӳреме тытӑннӑ, ултавлӑ майпа ӗҫленипе айӑпласран сӗтев (2 миллион тенкӗ) ыйтма пуҫланӑ. 2005 ҫул вӗҫнелле вара «Лидер» хуҫалӑха вӑйпа тытса илнӗ. 2006 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗнче Эдуард Валерьевича пуҫиле ӗҫ пуҫланӑ — ултавлӑ майпа ӗҫленишӗн айӑпланӑ. 8 уйӑх тӗрмере тытнӑ хыҫҫӑн суд ӑна айӑплӑ тесе йышӑннӑ, айӑпне тӗрмене лартмасӑр ирттермелле тунӑ.

Ҫав вӑхӑтрах «Лидер» хуҫалӑха суя хутсемпе ярса илнине ҫирӗплетнӗ пулин те вӑйпа туртса илекенсене хирӗҫ нимӗнле ӗҫ те пуҫарман. Йӗрке хуралҫисен хушшинче ӑна итлеме пултаракансене тупайманнине пула 2007 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче Эдуард Мочалов хуҫалӑхӑн комбайнӗсемпе усӑ курса М7 ҫула пӳлсе лартнӑ. Ҫав ҫулхинех раштавӑн 14-мешӗнче «Лидер» хуҫалӑх ертӳҫи Мускаври Хӗрлӗ тӳремре типшар ирттернӗ — хӑйне ҫунтарса яма хӑтланнӑ.

Эдуард Валерьевич ҫемьеллӗ ҫын, икӗ ача пӑхса ӳстерет.

Сӗтев хаҫат

Хаҫата 2008 ҫулта йӗркеленӗ, тӗп ӗҫне коррупципе кӗрешессипе ҫыхӑнтарнӑ.

2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче хаҫатра пичетленнӗ «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статья тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна экстремистлисен йышне кӗртме сӗннӗ. Ҫав ҫулах чӳк уйӑхӗнче статьяна экстремистлисен йышне 1524-мӗш номерпа кӗртнӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-09-22 10:57:49 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6026 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем